Республикӑри районсенче хӗрӳ ӗҫ пырать. Пурте уй-хирте тырӑ выраҫҫӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем вара ывӑнмасӑр ӗҫлекенсене савӑнтарма васкаҫҫӗ. Сӑмах — агитбригадӑсем пирки.
Ҫурлан 10-мӗшӗнче, ав, Комсомольски районӗнчи тӗп клуб ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх уйӗсене концертпа пӗрремӗш хут тухнӑ. Вӗсем чи малтан «Асанкасси» ял хуҫалӑхне ҫитнӗ.
Кунта культура ӗҫченӗсем хӑйсен юррисемпе предприяти ӗҫченӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Куракансем вара Мария Илларионова, Альбина тата Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Валентина Тимофеева тата Владимир Павлов юрланисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Унтан агитбригада «Восток» хуҫалӑх йӗтемӗ ҫине ҫитнӗ. Культура ӗҫченӗсем вырӑсла тата чӑвашла юрӑсене шӑрантарнӑ. Агитбригада кунпа пӑчланасшӑн мар. Вӑл ытти хуҫалӑхри ӗҫченсене те концертпа савӑнтарасшӑн.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ.
Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать.
Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ.
Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк.
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Кӑҫал «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ Комсомольски районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта 7 миллион та 130 пин тенкӗ пухнӑ.
Каҫалсем хальхинче марафон «енчӗкне» 330 пин тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, виҫӗ хут нумайрах.
Марафонра пухнӑ укҫапа ҫулсерен нумай ачаллӑ тата япӑх пурӑнакан ҫемьесем пулӑшу илеҫҫӗ. Ырӑ чунлӑ ҫынсем айккинче юламаннипе сиплев учрежденийӗсем медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянланаҫҫӗ, шкулсемпе ача ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пукан, кӗнекесем, теттесем туянса параҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем тӑваҫҫӗ.
Фондри укҫа-тенкӗ ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсене, пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшас ҫӗре те каять. Хӑш районта мӗн чухлӗ укҫа пухнӑ — вӑл ҫавӑнтах тӑкакланӗ.
Кӑҫал марафона 1 пин те 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. 100, 200, 300 тенкӗ кӳрекенсем те пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри ытларах укҫа хывнӑ. Ҫапла 7 миллион ытла пухӑннӑ та.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫ ҫурлан 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗсене юсама, тирпей-илем кӗртме бюджетран 670 млн ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Шкул ачисене учебниксемпе тивӗҫтерессине те палӑртнӑ ЧР вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов. Кун валли 64 млн ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Вӗренекенсем шкул кӗнекисене тӳлевсӗр илӗҫ.
2015 ҫулта шкул автобусӗсене ҫӗнетме 27,5 млн тенкӗ укҫа кайнӑ. 17 ҫӗнӗ автобус туяннӑ, 2002-2006 ҫулсенче кӑларнисене тӗпрен юсанӑ. Шкул автобусӗсене пурне те ГЛОНАСС спутник навигацийӗн тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
Республикӑра ҫӗнӗ йышши шкулсемпе ача пахчисем тӑвасси малалла пырать. Сӑмахран, Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкула кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Унта 165 вӗренекен тата ача пахчине ҫӳрекен 40 шӑпӑрлан вырӑн тупӗ. Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи шкула вара 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗ тӗлне туса пӗтерӗҫ. Черетре — 7 ача пахчи (Элӗк районӗнче — 1, Вӑрнар районӗнче — 1, Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 1, Шупашкарта — 4).
ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ.
Ҫакна утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йышӑннӑ, контракт ҫырнӑ. Алексей Александрович ҫӗнӗ ӗҫе ҫак кунсенчех кӳлӗннӗ пулнӑ. Анчах министр ҫумӗнчен кайни пирки хушу пулман.
Аса илтерер: Алексей Самаркин министр ҫумӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл тӑватӑ ҫул ытла «Чӑваш Республикин продовольстви фондне» ертсе пынӑ.
«Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Самаркин Комсомольски районӗнчи Луцки ялӗнче ҫуралнӑ. 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтернӗ.
Нумаях пулмасть Сочире иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри фольклор ушкӑнӗсен XVII фестивальне Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх ансамблӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Кубанский казачок» фестиваль-конкурса хутшӑннӑ 500 пултарулӑх ушкӑнӗ хушшинче I степень лауреачӗ пулса тӑнӑ тата «Фольклор театрӗсем» номинацире кубок ҫӗнсе илме пултарнӑ ушкӑн туй йӑли-йӗркине илсе ҫитернӗ. Тумӗсем те вӗсен «бутафорилле йӑлтӑр-ялтӑрлӑхпа ҫиҫекеннисем мар, чӑн-чӑннисемех пулнӑ», — тесе хыпарлать Римма Прокопьева журналист.
Фестивале Раҫҫей Федерацийӗпе Краснодар крайӗн Культура министерствисем, Виктор Захарченко ертсе пыракан «Кубанский казачий хор» пултарулӑхпа ӑслӑлӑх учрежденийӗ тата Сочи хулинчи Лазаревски район администрацийӗн культура пайӗ йӗркеленӗ.
Ӗнер, Питрав кунӗнче, чылай районти ялсенче уявсем йӗркеленӗ. Хӑшӗсем ҫак уява палла тӑвассине йӑлана кӗртнӗ.
Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи ҫынсем те ҫулсерен Питравра пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та уява аслисем те, вӗтӗр-шакӑр та пухӑннӑ.
Пурте уяв лапамне наци тӗррипе илемлетнӗ тумсемпе пынӑ. Ватти-вӗтти вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ӗлӗкхи вӑйӑсене вылянӑ. Ватӑсем те ачасем пекех савӑннӑ.
Уяв чӑннипех те лайах иртнӗ, мӗншӗн тесен пурте кӑмӑллӑ юлнӑ. Куншӑн ентешӗсем ял клубӗн культйӗркелӳҫине Елена Степановӑна тата клуб канашне тав тунӑ.
Вӑйӑ карти вӗҫленсен уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Хӑнасене ҫырла кукӑлӗпе сӑйланӑ.
Сӑнсем (15)
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуни икӗ ҫурта шар кӑтартнӑ. Ҫиҫӗм икӗ ҫурта ҫапнӑ. Телее, пушарта никам та суранланман. Кун пирки ЧР МЧСӗ пӗлтерет.
Ҫиҫӗме пула пушар Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче пулнӑ. 61 ҫулти арҫыннӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Ун чухне пӳртре кил хуҫин арӑмӗ, хӗрӗ тата кӗрӗвӗ пулнӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм мачча тӑррине, ҫивиттине сиен кӳнӗ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче те ҫурта ҫиҫӗм ҫапнӑ. Пӳртре 50 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 79-ти ашшӗ пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 40 минутран сӳнтернӗ. Пушар мачча тӑррине, сарая тӗп тунӑ, пӳртри стена кӑштах сиенленнӗ.
Ҫав кунах Етӗрнере те пушар тухнӑ. Унта хваттере чӗртсе янӑ теҫҫӗ. 55 ҫулти кил хуҫине пульницӑна ӑсатнӑ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе аптӑранӑ. Хваттер самаях шар курнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 520 пушар тухнӑ. Вӗсенче 53 ҫын вилнӗ, 66-шӗ аманнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев отставкӑна кайнӑ. Кун пек йышӑнӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫӗртмен 19-мӗшӗнче йышӑннӑ иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче тунӑ. Ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе пӑрахасси пирки М. Афанасьев хӑй ыйтса ҫырнӑ иккен.
Ҫав кунах депутатсем район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ. Пуҫлӑх пуканне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Илдус Миннетуллина вӑхӑтлӑх шанса панӑ. Илдус Хадзятович 1954 ҫулта ҫуралнӑ.
Ларура район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев руль умне ӳсӗрле ларса йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |